Контент патне куҫ

Тарай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тарай (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Тарай
Жанрсем рок
Патшалăх Эстони Эстони
Йĕркеленнĕ вырăн Таллин
Лейблсем 100 Gramm Records
Йыш Айтаров (вокал, соло-гитара), Эйнар Муони (бас-гитара), Сергей Чекулаев (аккордион), Дан Ротарь (параппансем)
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Шаблон:Сортлани: ӳкерчĕксемпе

Тарай — Таллинри (Эстони) чăваш рок мусăк ушкăнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ушкăна 2011-мĕш çулта, Таллинта Александр Айтаров, Эстонире çуралса ӳснĕ чăваш тата унăн юлташĕсем никĕсленĕ. Ушкăнра тăвăтă çын: Айтаров (сасă, гитара), Эйнар Муони (бас), Сергей Чекулаев (аккордеон), Дан Ротарь (параппан). Пурте Таллинра пурăнаççĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тарай юрри-кĕввине хальхи ташă таппипе мăшăрсăр виçесем, джаз аккорчĕceм тата чăваш халăх çемми хăйне майлă витĕм кӳреççĕ. Пĕр енчен, хайлавсем Европăн юрă-кĕвĕ культурине çывăх. Тепĕр енчен, вĕсенче чăваш ĕнеревĕ те пур. Унсăр пуçне, Айтаров чăваш çыравçисем çырнă сăвăсем тăрăх юрăсем кĕвĕлет[1]. Сăмах май, Айтаровпа Муони тата Чекулаев, Таллинри Палан 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. чăваш фольклор ушкăнĕнчe тăрăшаççĕ. Вылявçăсем каланă тăрăх, вĕсен тĕп тĕллевĕ – çĕнĕ стиль тăвасси. Тарай пиллĕк демо юрă çыртарнă[2].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]