Контент патне куҫ

Фаткуллин Фархад Наилевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фаткуллин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Фаткуллин Фархад
Фәрһад Фәткуллин
Çуралнă чухнехи ят Фаткуллин Фархад Наилевич
Çуралнă вăхăт 1979, чӳк, 2
Çуралнă вырăн Хусан, Тутар АССР, РСФСР, ССРП
Гражданлăх ССРП РФ
Пăхăнулăх
Альма-матер
Премисемпе чысланисем Çулталăк викимедисчĕ (2018)
Сайт frhd.narod.ru
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Фаткуллин, Фархад Наилевич (2.11.1979, Хусан, Тутар АССР, РСФСР, ССРП) — Викимедиа юхăмĕн Татарстанра пурăнакан раççей хутшăнаканĕ. 2018 çулта Çулталăк викимедисчĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фархад Фаткуллин Хусанта 1979 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕнче çуралнă.

1986–1993 çулсенче 123 №-лĕ франс чĕлхипе тарăннăн пĕлӳ паракан шкулта вĕреннĕ[1].

1997 çулта Эртугрул Гази (Хусан) ячĕллĕ тутар-турккă лицейĕнче вĕренсе тухнă.

1995–1997 çулсенче çаплах Клейтонри вăтам шккулта (Миссури, АПШ) вĕренсе тухнă[1].

2012 çулта Тутар Википедин ĕçĕ-хĕлне, 2015 çулта — «Раççейри халăхсен тăван чĕлхиллĕ Википедисем» мета-проекта хутшăнма тытăннă, 2017 çулта «Викимедиа РУ» проектне кĕнĕ. 2018 çулхи утăн 22-мĕшĕнче Кейптаунра (КАР) Викимедиа фондăн тĕнчери Викимании-2018 конференцине мăнаçлăн хупнă церемонире Википедие никĕслекенĕ Джимми Уэйлс Фаткуллина «Раççейри регионсенче тăван чĕлхепе калаçакан этнос пĕрлелĕхĕсем хушшинче пĕрлĕх ĕçĕсене организацилесе пынăшăн» «Çулталăк викимедисчĕ» ятпа тивĕçтернĕ [2][3][4].

2020 çулта Тутарстан Республикин президенчĕн хутайĕпе Фаткуллина республикăри тутар чĕлхине упраса аталантарас ĕçсен комиссине кĕртнĕ[5].

Фархад тутарла, вырăсла, акăлчанла ирĕклĕ калаçать; франсла, турккăлла, итальянла — çăмăллăн калаçать[1].

Çемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фаткуллин авланнă, хĕрпе ывăла çитĕнтерет[6].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăлкуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Вики çĕнхыпарсем

Фаткуллин пирки публикăланисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фаткуллин панă интервью[тӳрлет | кодне тӳрлет]